Раççей Федерацийĕн Шалти Ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи «Козловский» пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Захаров ултавçăсем тĕлĕрменни, вĕсем çынна шăнман пăрпа лартса ямалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шыраса тупни пирки каласа ăнлантарас тĕллевпе çак кунсенче халăха комплекслă пулăшу паракан центра çÿрекенсемпе тĕл пулчĕ.
Полици подполковникĕ ултавçăсем граждансен пурлăхне ярса илес тĕллевпе ытларах усă куракан схемăсем çинчен каласа кăтартрĕ, çавăн пекех аферистсен серепине лекес мар тесен мĕн тумаллине ăнлантарса пачĕ. Çавна май вăл палламан çынсем каланине ĕненсе граждансем нумай укçа çухатнине çирĕплетекен тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕ.
«Ултавçăсем информаципе телекоммуникаци хатĕрĕсемпе усă курса ют çын укçине хапсăнни çинчен паян республикăра пурăнакан кашни çын темиçе хутчен те илтнĕ. Кунашкал преступленисем кунсерен пулса иртеççĕ. Ултавçăсем хĕтĕртнипе çынсем миллионшар тенкĕ кредит илсе парăма кĕрсе ÿкеççĕ. Аферистсем хушнипе банкран кредит илекенсем тата çав укçана «хăрушсăр счет» çине (палламан çынсене) куçаракансем мĕн çинчен шухăшланине хăшпĕр чухне ăнланма та çук»,- терĕ Сергей Захаров.
Вăл çавăн пекех ултавçăсем хăйсемпе тĕрлĕ службăсемпе организацисенче (ШĔМре, МФЦра,ФСБра тата ытти çĕрте) ĕçлетĕп тесе паллаштарнине асăнчĕ. Сайтсемпе усă куракансене мĕн те пулин сутни тата туянни çинчен пĕлтерÿсем панă чухне улталани çинче те чарăнса тăчĕ.
Полици сотрудникĕсемпе ирттерекен тĕлпулусен тĕп тĕллевĕ - ултавçăсем усă куракан схемăсем çинчен пурне те каласа ăнлантарасси, мĕншĕн тесен çакнашкал ултава хирĕç кĕрешмелли пĕртен пĕр меслет - асăрхаттару ĕçĕ.
Е. ЧАПУРИНА.
Декабрь 2025 |
