Паттăрсем пирĕн хушăрах

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.12.2025, 15:18 Просмотров: 29

Декабрĕн 9-мĕшĕнче эпир кашни çулах Çĕршыв Паттăрĕсен кунне паллă тăватпăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе наци историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, çавăн пекех Çветтуй Георгий тата Мухтав орденĕсен кавалерĕсене чысласа тав тăватпăр.

Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта уяв кунĕнче Хăюлăх урокĕ иртрĕ. Вĕренекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакан Иван Геннадьевич хатĕрленĕ çырупа паллашрĕç. Вăл çавăн пекех шкул ачисене чăн-чăн паттăрăн чи малтанах мĕнле пулмалли çинчен каласа кăтартрĕ. Çапăçури паллă ĕçсемшĕн ăна Георгий хĕресĕн IV степеньлĕ орденĕн медалĕпе тата «Вилекен çынсене çăлнăшăн» медальпе наградăланă.

Урок вăхăтĕнче эпир çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешсене те аса илтĕмĕр. Ксения Павлова тата Александр Павлов «Манăн çемье паттăрĕ» ятпа доклад туса пачĕç, хăйсен тăванĕпе Петр Николаевич Савельевпа паллаштарчĕç. Вăл иккĕмĕш тĕнче вăрçинче 1944 çулта паттăррăн пуç хунă. Хастарлăхпа хăюлăхшăн П. Савельева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

И. ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники