Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче «АгроАстăвăм» ятпа ялхуçалăхĕнче нумай çул хушши тăрăшса вăй хунă, ырă ĕçпе чапа тухнă çынсемпе паллаштаракан статьясем пичетленеççĕ.
Ку хутĕнче унта Мария Ивановна Павлова çинчен каласа панă. Вăл 1932 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче пирĕн округри Пилешкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1950 çулта Хусанти ветеринари техникумне пĕтернĕ. Унтан çак хулари Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче вĕреннĕ.
Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Мария Ивановна Красноярск тăрăхĕнчи вăрман хатĕрлекен участокра ветеринари техникĕ пулса ĕçленĕ. Унтан Пилешкассине каялла таврăнсан Куславккари зооветеринари участокне ĕçе вырнаçнă, ултă çул ытла ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă. Каярах Çĕрпÿ районне ĕçлеме куçнă, унта та ултă çула яхăн маларах асăннă специальноçпа вăй хунă. Ун хыççăн 1997 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Муркашри ветеринари станцийĕнче ĕçленĕ.
Мария Павлова - Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ. Ăна пĕрре çеç мар Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă.
Декабрь 2025 |
