Волонтерсен Раççейре нумай пулмасть иртнĕ экологипе пархатарлăх проектне «Добрые крышечки» ят панăччĕ. Унта хутшăннисен умĕнче икĕ тĕллев пулчĕ: усă курнă пластик савăтсен хупкăçĕсене пухса тĕнчене тасарах тăвасси тата сусăр ачасене пулăшасси.
Пирĕн республика çак акцине пĕлтĕр хутшăнма пуçланă. Ăна «Тăлăх ачасене – волонтерсен пулăшăвĕ» Ыркăмăллăх фончĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Ку проектпа Тĕрлемесри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем, «Раççейри орленоксем» программăна хутшăнакансем, хытах интересленчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем пылак е ахаль шыв, сĕт е турăх тултарнă савăтсен хупкăçĕсене пухрĕç. Унтан вĕсене Куславкка округĕ- нчи клуб системинчи йышăну пунктне ăсатрĕç. Каярах çав хупăсене пластикран тĕрлĕ япала туса хатĕрлекен завода леçеççĕ. Çакăншăн предприяти ыркăмăллăх фондне укçа куçарса парать. Хупăсемшĕн илнĕ укçана тăлăхсене е йывăр чирлĕ ачасене пулăшма яраççĕ. Çавăнпа пиртен кашниех çак пархатарлă ĕçе çулсерен хутшăнасса шанас килет.
И. АНИЛИНА,
Тĕрлемесри вăтам шкулти 2-мĕш класс ертÿçи.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14
|
15 | 16 | 17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
