Çемье йăли-йĕркине упракансене – Тав çырăвĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.12.2025, 15:24 Просмотров: 28

tGqCUAsx0G PcWgsFMv WPT7g4qtEEFSJTkADjsjxeCK4De 1nF3D6O1TZ2Zp40JeB01cFv3TH1CEdnG23G3C V

Çемье институтне тата йăлана кĕнĕ хаклă пуянлăха упракансем çинчен эпир хаçатра час-часах вуласа пĕлетпĕр. Вĕсене округра пурăнакансем хисеплеççĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн тав тăваççĕ.

Михаил Артемьевичпа Валентина Васильевна Дмитриевсем пирки те çакнах каламалла. 50 çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Паян çамрăксем Дмитриевсенчен ырă тĕслĕх илме пултараççĕ, мĕншĕн тесен лешсем кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва ыррине сахал мар вĕрентеççĕ.

Дмитриевсем Карачри территори пайĕнче чăннипех те хисеплĕ çемье шутланаççĕ. Михаил Артемьевич нумай çул хушши пушар хуралĕнче ĕçленĕ, Валентина Васильевна банк служащийĕ пулнă. Вĕсем виçĕ ача ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă, çичĕ мăнукне пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни телейлĕ мăшăра кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пулăшнă.

Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх служби Дмитриевсен çемйине çур ĕмĕр пĕрле пурăннă ятпа ăшшăн тав тунă, çемье йăли-йĕркине аталантарма нумай тăрăшнăшăн Тав çырăвĕ парса чысланă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники