Декабрĕн 9-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта «Вĕрентÿре ырă тĕслĕх кăтартакансем» ятпа республикăри виççĕмĕш сесси иртнĕ.
Мероприятие Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствипе Чăваш Енри вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ. Унта регионти пĕчĕк хуласемпе яллă территорисенчен 15 муниципалитет команди хутшăннă. Вĕсенчен кашнийĕнчех виçĕ çын пулнă: методист, ертÿçĕ (унăн заместителĕ), çавăн пекех çамрăк специалист.
Сессие хутшăнакансене Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков, Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕн проректорĕ Анастасия Явнова, Мускаври «Çутĕç академийĕ» акционер обществин ачасене хушма пĕлÿ паракан пай ертÿçи Андрей Белышев саламланă, кулленхи ĕçре ăнăçусем суннă. Унтан пурте «Росатомăн корпоративлă академийĕ» АНО сĕнекен проектсене ертсе пыракан Елена Якуничкина видеопа чĕнсе каланипе паллашнă.
Мероприятие йĕркелекенсем вĕрентекенсем валли питĕ интереслĕ те пуян программа ĕçлесе хатĕрленĕ. Мастер-классем, «Пĕлÿ» обществăн лекторĕсем сĕнекен занятисене ирттернипе пĕрлех тата ытти нумай çĕнĕ тема хускатнă. Каярах командăсене «Малашлăха пĕрле йĕркелетпĕр» проект ĕçлесе хатĕрлеме хушнă. Сессие хутшăннисем пĕр сехет хушшинче тимлесех Чăваш Енри пĕчĕк хуласемпе ялсенчи уйрăмлăхсене шута илсе 2026 çулта Раççей Федерацийĕнче ирттерме палăртнă Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче пурнăçламалли вĕрентÿ проекчĕсем хатĕрленĕ. Вĕсенчен чи лайăххисене сумлă жюри членĕсене тĕрĕс хак пама тăратнă.
Конкурс вĕçленеспе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă.
Декабрь 2025 |
