Инвалидсен кунне халалласа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.12.2025, 15:26 Просмотров: 32

Куславккари тĕп библиотекăра «НеСтандАрт» пултарулăх лабораторийĕ» программăпа килĕшÿллĕн мастер-классем иртрĕç. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалланă мероприятисене Елчĕкри вăтам шкул учителĕсем Елена Борисовна Юсовăпа Галина Сергеевна Михайлова хутшăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн ирттернĕ занятисенче ытларах чухне сывлăх енчен кăлтăкрах çынсем пирки обществăна аса илтерме тăрăшаççĕ.

Мастер-классене пухăннисене малтанах Социаллă фондăн Чăваш Республики тăрăхĕнчи уйрăмĕн Куславкка муниципаллă округĕнчи Клиентсен службин ертÿçи Надежда Геннадьевна Макарычева кашни уйăхри компенсаци тÿлевĕ, вунçиччĕ тултарман ачасене паракан пĕрлехи пособи, пенсисем çинчен каласа пачĕ. Унтан ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçе тытăнчĕç. Вĕсем çывхарса килекен Лаша çулталăкне кĕтсе илме хăйсен аллипе гипсран чăрăш çине çакмалли теттесем ăсталарĕç, тĕрлĕ тĕссене суйласа илчĕç. Кашни лаша искусствăн пĕчĕк произведенийĕ пек пулса тухрĕ. Çакăн пек мастер-класа дефектолог-учитель Галина Михайлова ирттерчĕ. «Çĕнĕ çулхи пăтăрмахсем» мастер-класра Елена Юсова кăтартнипе ачасем çывхарса килекен уяв валли хитре парнесем хатĕрлерĕç.

Çакнашкал тĕлпулусем вĕренекенсен пултарулăхне аталантарнисĕр пуçне вĕсен пĕрлехи канăвне усăллă йĕркелеме, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма май параççĕ.

Н. МАЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники