Амăшĕсемшĕн те, ачисемшĕн те меллĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.12.2025, 15:28 Просмотров: 30

abf1075abfad418f809f98fa4109a82b

Куславккари комплекслă центрта «савăнăç утравĕ» - ачасене выляма, аталанма май паракан тата вĕсен тавракурăмне ÿстерме пулăшакан вырăн пур. «Çемье» наци проектне пурнăçласа унта çур çул ĕнтĕ пĕчĕккисене кĕске вăхăтлăха пухакан ушкăн ĕçлет.

Çулталăкран иртнĕ, анчах та виççĕ тултарман арçын ачасемпе хĕрачасемпе ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан занятисем ирттереççĕ. Программа питĕ интереслĕ: пĕчĕк шăпăрлансене тĕсе уйăрса илме, тавралăха сăнама вĕрентеççĕ, вăйăсем выляттараççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ профессисен тĕнчипе паллаштараççĕ. Тухтăр, пушар сÿнтерекен, повар е парикмахер специальноçĕсем çинчен каласа кăтартнă чухне ачасем вĕсен тумĕсене хаваспах тăхăнаççĕ, хăйсене çитĕннĕ çынсем пек тытма тăрăшаççĕ.

«Çак ушкăна йĕркелени чăннипех те савăнтарать, - тет нумай ача амăшĕ Светлана. - Кашнинех кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, çепĕççĕн калаçаççĕ. Ман ывăл унта çÿреме питĕ юратать. Хăшпĕр чухне занятисем хыççăнах киле таврăнас та килмест».

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники