Кашни кун усăллă иртрĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.12.2025, 15:36 Просмотров: 30

5 md

Кунерти вăтам шкулта декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен пуçламăш классенче вĕренекенсем валли вунăкунлăх иртрĕ. Савăнăçлă линейкăра малтанах вĕсене 10 кун хушшинче пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасене интереслентерес тĕллевпе кашни куна уйрăм ят панăччĕ.

Иккĕмĕш куна литература вулавне халалланăччĕ. «Юратнă кĕнекесен страницисем тăрăх» ятлă мероприяти вăхăтĕнче Ольга Антипова учительница виççĕмĕш класра вĕренекенсемпе Александр Пушкинăн Салтан патша çинчен хывнă юмахĕ тăрăх уçă урок ирттерчĕ.

Виççĕмĕш кунхине, сăнарлă искусствăпа музыкăна халалланăскерĕнче, 1-2-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Хĕл çитрĕ» ятпа ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. 3-4-мĕш классенчи ачасем вара «Юрă кĕввине пĕл» ятлă вăййа хутшăнчĕç.

Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш кунсенче вĕренекенсем словарьсен диктанчĕ çырчĕç, «Эпĕ пурне те пĕлетĕп» ятпа вырăс чĕлхипе йĕркеленĕ олимпиадăна, хăйсем тĕллĕн ăсталанă тĕлĕнтермĕш ĕçсен выставкине хутшăнчĕç.

Тавралăха упракансен кунĕнче 1-мĕш тата 3-мĕш классем урамра уçăлса çÿрерĕç, кайăксем патĕнче хăнара пулчĕç. 2-мĕш тата 4-мĕш классем валли экологи вăййипе «Вăрман пурнăçĕ» уçă урок иртрĕ.

Физкультура кунĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Унтан пурте «Пирĕн паян спорт сехечĕ» ятпа йĕркеленĕ ăмăртусене хутшăнчĕç. Çак вунăкунлăхра интереслĕ мероприятисем сахал мар пулчĕç. Тĕслĕхрен, математикăна мĕнле пĕлнине тĕрĕсленипе пĕрлех чăваш чĕлхин кунĕнче «Чи матурри», «Кам ытларах пĕлет» тата ытти конкурссем иртрĕç. Сăвă илемлĕ вулакансен «Эп чăваш ачи» ятлă тупăшăвне те хутшăнчĕç тăваттăмĕшсем.

Вуннăмĕш кун та нумайлăха асра юлĕ. Çак вунăкунлăхра иртнĕ конкурссемпе олимпиадăсем пуçламăш классенче вĕренекенсене предметсемпе тата та ытларах интересленме май пачĕç. Итогсене пĕтĕмлетнĕ чухне çĕнтерÿçĕсемпе чи хастаррисене хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç.

О. АНТИПОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники