Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви шкулсенче вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленине тăтăшах тĕрĕслет. Çакнашкал тĕрĕслевсем çитменлĕхсене вăхăтра тупса палăртма, çийĕнчех пĕтерме май параççĕ.
Декабрĕн 11-мĕшĕнче тĕрĕслевçĕсем Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта пулнă. Вĕрентÿ министерствинче ĕçлекенсем Надежда Иванова, Ирина Степанова, Галина Алексеева унта ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленипе паллашнă. Комисси членĕсем апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена требованийĕсене мĕнле пăхăннине, апат-çимĕçе мĕнле хатĕрленине тата упранине, вăл кашни кунхи менюпа килĕшсе тăнипе тăманнине, документсем йĕркеллĕ пулнипе пулманнине тата ыттине те тĕрĕсленĕ. Министерствăра ĕçлекенсем çавăн пекех вĕри апат çитерессипе çыхăннă информацие шкул сайтĕнче вырнаçтарнипе те интересленнĕ.
Декабрь 2025 |
