Тем те курнă, тем те тÿснĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.12.2025, 15:43 Просмотров: 32

aNILk9Dh3 LWMAP1zYUSGpmquhFmoiD3KJmAl064eh LBFR32ofdCPPlf4bkk95LcyeQQnaHRv6 lEJjYwHu6O6

Пирĕн округри Хурамал ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Ольга Тимофеевна Сотникова нумаях пулмасть 95 çул тултарчĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмăн пурнăç çулĕ пĕрре те çăмăл пулман. Вăл вăрçă тапхăрĕн пĕтĕм йывăрлăхне çамрăклах чăтса ирттернĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă, хăмла плантацийĕ-нче тăрăшнă. Нихăçан та алă усса ларман, пĕтĕмпех чăтса ирттернĕ. Яланах малти ретре пынă, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Хисеплĕ ял ĕçченне 95 çулхи юбилейпе Куславкка муниципаллă округĕн Елчĕкри территори пайĕн начальникĕ Борис Ермолаев ăшшăн саламларĕ. Ырă йăлана кĕнĕ йĕркепе вăл Ольга Тимофеевнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне пачĕ, тăван кĕтес ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав туса çирĕп сывлăх, ырлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.

Т. ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники