Куславккари кадрсен центрĕ кăçал 12-16 çулсенчи 320 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, çавна май çулталăкри плана туллин пурнăçланă. Çак тĕллевпе ĕç паракансемпе 8 килĕшÿ çырса хатĕрленĕ.
Ĕçе вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухнă чухне йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕмĕшле йышран 232-ĕшĕ е 72,5 проценчĕ - тулли мар, нумай ачаллă, ытлă-çитлĕ пурăнайман çемьесенчен, çавăн пекех пĕр инвалид тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă арçын ачасемпе хĕрачасем.
Программăна хутшăннисем пурте патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Кунсăр пуçне кашнинех уйăхсерен 2 646 тенкĕлĕх пулăшу панă. Программăна пурнăçлама пĕтĕмĕшле 1,029 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă, çав шутран 415,1 пин тенкине - Чăваш Республикин бюджетĕнчен.
Çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалли программа вĕсене ĕçре хăйсене кăтартма, яваплăха туйма, пулас профессине суйласа илес тĕлĕшпе пирвайхи утăмсем тума май парать.
Л. ОСИПОВА.
Декабрь 2025 |
