Чире шала ямасăр малштанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшакан мелсенчен пĕри - диспансеризаци тухни. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ытларах чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, юн пусăмĕ пысăк пулнине асăрхаççĕ. Сахăр диабечĕ те час-часах тĕл пулать. Чылай чухне шыçă чирне пуçламăш тапхăрта тупса палăртаççĕ.
Районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра декабрĕн 17-мĕшĕнче вĕренекенсемпе шкул çулне çитеймен ачасем диспансеризацире пулнă. Чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас тĕллевпе вĕсен сывлăхне комплекслă майпа тĕрĕсленĕ.Тĕрлĕ çулсенчи ачасем стоматолог, окулист, хирург-ортопед, невролог, оториноларинголог, психиатр, педиатр, акушер-гинеколог патĕнче пулнă. Специалистсем вĕсен сывлăхĕпе интересленнисĕр пуçне тата анализсем илнĕ, хăшпĕр органсене ультрасасăпа тата ЭКГ туса чĕре мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ.
Аса илтеретпĕр, ку ĕçе районти тĕп больницăра «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Çула çитмен ачасене те, аслисене те диспансеризацие явăçтарни кирек мĕнле чире те ытлашши шала кайиччен тупса палăртма, ăна вăхăтра сиплеме май парать. Медицина ĕçченĕсем тĕрĕслев витĕр тухнă кашни виççĕмĕш çыннăн сывлăх енчен улшăнусем пуррине палăртаççĕ.
Диспансеризаципе çыхăннă ыйтупа çитĕннĕ çынсен участокри врач, гинеколог патне пымалла, ачасен диспансеризацийĕ пирки вара - поликлиникăн ача-пăчана йышăнакан уйрăма.
Р. КОВАЛЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: Галина Борисовна Егорова тухтăр патĕнче.
Декабрь 2025 |
