Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин кăçалхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи приказĕпе 2026 çул валли яллă вырăнсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсен тата вĕсен ĕçченĕсен списокне туса хатĕрленĕ.
Палăртма кăмăллă, «Ялти Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» номинацире çак хисепе пирĕн муниципаллă округăн Аманик ялĕнчи клубĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Георгиевич Трифонов тивĕçнĕ. Паян вăл пултарулăх коллективĕ- семпе тата пĕччен юрлама юратакансемпе тачă çыхăнса ĕçлекен аккомпаниатор шутланать. Пирĕн округра культурăллă мероприятисенчен пĕри те унсăрăн иртмест тесен те йăнăш мар. Хуть баянистсен, такмак калакансен конкурсĕсем, илемлĕ пултарулăх коллективĕсен йăлана кĕнĕ смотр-отчечĕ пултăр - пур çĕре те ĕлкĕрет маттур купăсçă.
Юрий Георгиевич культура сферинче 30 çул ĕçлет. Купăс, баян калакансем ялти Культура çурчĕсенче юлашки вăхăтра çукрах пулнăран, илемлĕ пултарулăх коллективĕсене йăлана кĕнĕ смотр-отчетсене хатĕ-рлемешкĕн ăна питĕ йывăр килет. Кăçал, тĕслĕхрен, пĕр вăхăтрах 4 коллективпа ĕçлеме тивнĕ. Вăл тăрăшнипех Энтри Пасарĕнчи, Карачри, Тĕмшерти, Елчĕкри культура çурчĕсенче концертсем чаплă иртнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки халăхра чăннипех те пултаруллă культура ĕçченĕ тесе калаççĕ.
В. СМИРНОВА.
Декабрь 2025 |
