Сахăр диабечĕ тата уяв

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.12.2025, 15:27 Просмотров: 135

blobid1765891424322

Çĕнĕ Çула кĕтсе илме хатĕ- рленнĕ май тĕрлĕ апат-çимĕç лартса тултарнă сĕтеле курсан сывă çын та тĕлĕнет, сахăр диабечĕпе чирлисем вара çухалсах каяççĕ. Уява кĕтсе илме тутлă тата сывлăхшăн сиенлĕ мар апатсем хатĕ-рлемелли çинчен паян Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăри врач-терапевт Надежда ФАДЕЕВА каласа парать:

- Çĕнĕ Çул - эпир нумайранпа чăтайми кĕтекен уявсенчен пĕри. Ăна кĕтсе илме кашни килтех тĕплĕн хатĕрленеççĕ, мĕн тутли пур, çавна сĕтел çине кăларса лартаççĕ, çуккине - туянаççĕ, халĕ магазинсенче тем тĕрлĕ апат-çимĕç те сутаççĕ. Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсем те авалтан пыракан йăла-йĕркерен юласшăн мар, хăйсене мĕн те пулин тутлипе савăнтарасшăн. Уявсем йĕркеллĕ, организма сиен кÿмесĕр иртсе кайччăр тесен, çак чире шута илсе меню хатĕрлемелле. Майонез ярса пăтратнă «йывăр» салатсем çиме ан тăрăшăр. Сĕтел çине олива çăвĕ ярса пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ салатсем кăларса лартăр. Тĕтĕмлетнĕ какайпа пулла пĕçернипе улăштарăр, сысна ашĕ те сĕтел çинче ан пултăр, ун вырăнне кăркка,чăх, ĕне какайĕ пулсан аван.

Гарнир çинчен те ан манăр, вăл пахча-çимĕçпе (çĕрулмисĕр пуçне) пуян пултăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хĕрлĕ вăлчапа хатĕрлекен бутербродсем валли ыраш çăкăрĕпе усă курмалла. Десерт валли улма-çырла аван.

Çак сĕнÿсене çирĕп пăхăнсан уяв кунĕсем сирĕншĕн чиперех иртĕç, юнри сахăр шайĕ ÿссе е чакса чăрмантармĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники