Çамрăк агрономсем ĕçре

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.12.2025, 15:28 Просмотров: 122

Куснарти вăтам шкул çумĕнчи «Родничок» ача садĕнче «Çамрăк агроном» агроушкăн пур. Унта çÿрекенсем хĕл кунĕсенче те ялхуçалăхĕнчи ĕçсем çинчен манмаççĕ.

Çанталăк кунсерен тенĕ пек сивĕтсе пынине пăхмасăрах пирĕн пĕчĕк çĕрĕçченĕсем хăйсен пÿлĕмĕсенчи чÿречесем çинче симĕс сухан лартса ÿстерме пултарчĕç. Ачасем вĕсене шăварсах тăчĕç, кăпкалатрĕç, сухансем мĕнле ÿснипе хытах интересленчĕç. Организмшăн усăллă пахчаçимĕçе хĕлле те ÿстерме пултарни çамрăк агрономсене савăнтарчĕ.

«Лаша пуласси тихаран паллă», - теççĕ халăхра. Апла пулсан мĕнле çын пуласси - ачаран. Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса ÿстернин пĕлтерĕшĕ пурах. Çавăнпа эпир «Çамрăк агроном» ушкăна çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕри ÿссе çитсен паллă фермер е сад ăсти пуласса шанса тăратпăр.

Л. МАТАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники