2025 çулхи хĕл кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пурте юратакан тата чăтайми кĕтекен чаплăран та чаплă уяв - Çĕнĕ Çул çывхарса çитет. Мĕнпе асра юлĕ-ха вăл çынсен асĕнче?
Пирĕн паянхи хăна - Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕ Андрей МИХАЙЛОВ:
-Çĕнĕ Çул - кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ уяв. Ача чухне ăна пылак çимĕçсем тутанассишĕн, Хĕл Мучипе Юр пикене курассишĕн кĕтнĕ ахăртнех. Çитĕннисемшĕн вăл - иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли тата малашнехи тĕллевсене палăртмалли вăхăт.
Маншăн 2025 çул яваплă ĕçе кÿлĕ-ннипе палăрчĕ: «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ пулма çирĕплетрĕç. Кăçалах хаçатăн 100 çулхи юбилейне Шупашкарти Туслăх çуртĕнче паллă турăмăр. Çитĕнÿсен пухмачĕ те пуянланать: Чăваш Республикин Спорт министерстви журналистсен хушшинче ирттерекен «Спорт стилĕ» конкурсра «Физкультурăпа спорта пропагандăласси» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕм. Раççей Журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствин тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологипе журналистика факультечĕн тав хучĕсемпе наградăларĕç.
Республикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсем кулленхи ĕç-пуçпа чун-чĕре витĕр тухаççĕ. Тăван округра, Куславкка тăрăхĕнче, мĕн пулса иртнине сăнасах пыратăп. Кăçал Куславкка хулинче СВО паттăрĕсене халалласа палăк уçăлчĕ. Çак историлле пулăма тăван ялйыш, чăршкассисем, хутшăнни мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ. Ял хастарĕсем хамăр салтаксене пулăшас тĕллевпе кунран кун маскировка тетелĕ çыхма çÿреççĕ, вĕсем валли посылкăсем хатĕрлесе ăсатаççĕ...
Çамрăк чухне Çĕнĕ Çул уявне тус-тантăшпа кĕтсе илнĕ пулсан, хальхи вăхăтра тăвансемпе пĕр сĕтел хушшине ларасси йăлана кĕчĕ. Темиçе çул каялла Çĕнĕ Çул уявĕнче Мускавра савăннăччĕ, ун чухне Хĕрлĕ тÿремри ?площадьри% çÿ-ллĕ те асамлă елкăпа киленнĕччĕ. Паллах, çĕнĕ çула çунатлă ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илетпĕр, вăл кăçалхинчен çутăрах та ырăрах пуласса шанатпăр. Тĕнчери лару-тăру лайăхланасса, пирĕн салтаксем тăван ене сывă таврăнасса ĕненетпĕр.
Япăххи кивĕ çулта юлтăр, лайăххи асра пултăр, Çĕнĕ Çул уявĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем илсе килтĕр, савăнăçлă хыпарсемпе кăна савăнтартăр.
Декабрь 2025 |
