Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Пирĕн юратнă Куславкка та çак уява çултан çул капăртан та капăр тумпа кĕтсе илет. Çĕнĕ çул кашни çыншăн çывăх. Вăл пире çĕнĕ ĕмĕтсем парнелет, ырра тата малашлăха шанма вĕрентет.
Хулан тĕп урамĕсенче, çуран çÿрекенсем килĕштерекен, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче гирляндăсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе каçсерен уяв çывхарни çинчен аса илтереççĕ. Муниципаллă округ администрацийĕ пуçарнипе хулари Пасар площадĕнче кăçал 10 метр çÿллĕш ем - ешĕл чăрăш вырнаçтарнă. Ăна ытти çулсенчи пек вăрман хуçалăхĕнчен касса илсе килмен, искусственнăй майпа хатĕрленине сутăн илнĕ.
Хулара ытти çĕрте те питĕ илемлĕ: Пасар вырăнĕнчен пуçласа «Атăл» спорт шкулĕ патне çитиччен тата унăн территорийĕнче, унтан пуçласа автобуссен Сала тĕлĕнчи чарăнăвĕ таранччен. «Геометрика» паркĕпе «Манăн Куславкка» сквер та асамат кĕперĕ пек тĕрлĕ тĕслĕн вылянать – юмахри пекех илемлĕн курăнаççĕ хулари чăрăшсем.
Куславккасем тата хула хăнисем каçсерен çак илемлĕхпе киленме урама тухаççĕ, васкамасăр уçăлса çÿреççĕ. Капăр тум тăхăннă йывăçсем çинче йăл та йăл çиçеççĕ тĕрлĕ лампăсем, вăй выляççĕ тейĕн ылтăн шевлесем.
О. МИХАЙЛОВА.
Декабрь 2025 |
