Ашшĕ-амăшĕсен форумĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.12.2025, 15:32 Просмотров: 43

Родительский форум111

Кунерти вăтам шкулта нумай пулмасть ашшĕ-амăшĕ-сен форумĕ иртрĕ. Актовăй залра ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн унта хутшăнакансем виçĕ пая пайланса тĕрлĕ çĕре саланчĕç.

Шкулти пĕр класра «Раштаври тĕлĕнтермĕшсем» ятпа йĕркеленĕ мероприятире истори тата биологипе хими учителĕ-сем Алевтина Александровна Алексеевăпа Ирина Михайловна Мыкова ачасен ашшĕ-амăшĕсене Раштав уявĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа пачĕç, оригами мелĕпе Пирĕшти кĕлеткине ăсталама вĕрентрĕç.

Математика учителĕ Людмила Михайловна Иванова роботсем хальхи вăхăтра мĕн-мĕн тума пултарни çинчен каласа пачĕ. Вĕренекенсем ятарлă пультпа усă курса вĕсене ĕçлеттерсе кăтартрĕç. Вырăс чĕлхине вĕренеткен Светлана Геннадьевна Тушникова тата пуçламăш классен учителĕ Ольга Витальевна Антипова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Денис Львович Антипов хăйсен аллисемпе Çĕнĕ Çул уявĕ валли хитре теттесем ăсталарĕç, шкулти чăрăша илемлетрĕç.

Д. АНТИПОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники