Сисмерĕмĕр те, 2025 çул хыçа тăрса юлчĕ. Кашни çулталăк пирĕн пурнăçра тарăн йĕр хăварать: иртсе кайнă кунсене пĕрисем хурланса аса илĕç, теприсем вара вĕсемпе нумайччен савăнса пурăнĕç. Ватнерти Игорь Витальевичпа Любовь Анатольевна Наумовсем пирки шăпах çапла каламалла та. Пĕлтĕр Çĕнĕ Çул уявĕнче, декабрĕн 31-мĕшĕнче, вĕсем пĕр çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç.
Туканаш хĕрĕпе Ватнер каччи Туканаш шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ. Çамрăклах пĕр-пĕрне килĕштерсе ÿснĕ. Шкулпа сывпуллашсан та пĕр çулпах утма шут тытнă. Нумай çул хушши Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Любовь Анатольевна малтанах «Пике» фабрикăра тăрăшнă, каярах сутуçă ĕçне суйласа илнĕ. Игорь Витальевич вырăнти «МКД-8» ОООра сантехник пулса ĕçленĕ. Унтан строительсемпе пĕрле Мускава çÿреме пуçланă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Наумовсем тăван яла Ватнере таврăнма шутланă. Любовь Анатольевна Пăрмас ял тăрăхĕн администрацийĕнче çарпа учет сĕтелĕнче ĕç тупнă, каярах ăна Туканаш клубĕнче илемлĕ пултарулăх ертÿçи, библиотекарь пулма шаннă. Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта та тăрăшнă вăл, ачасем таса та çутă пÿлĕмсенче вĕренччĕр тесе тăрăшнă. Пĕр сăмахпа, хуть те ăçта ĕçлесен те хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă.
Наумовсем çур ĕмĕр ĕнтĕ пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Ялйыш та хисеплет вĕсене. Телейлĕ çемьери ачасем те телейлĕ, теççĕ. Игорь Витальевичпа Любовь Анатольевна виçĕ ача пăхса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕпе амăшне ватлăхра савăнмалăх 5 мăнук ÿсет.
- Пĕр-пĕрне хисеплесси, пĕр-пĕриншĕн тăрăшасси - Наумовсен çемйинче тĕп вырăнта, - тесе палăртрĕ Пăрмас территори пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Валентина Тиканова вĕсене ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламланă май. Вăл телейлĕ мăшăра татах та нумай çул хушши пĕрле савăнса, ачисемпе мăнукĕсен ырлăхне курса пурăнма сунчĕ.
В. СМИРНОВА.
Январь 2026 |
