Медицина службин ветеранне - 100 çул

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.01.2026, 13:26 Просмотров: 30

vQu94IbwgR6reDd220WUt0hkbwp rL0GaQ1cCmX mM5Y4oxdiC8k33xTBYH UhOCupP3Ky7zqbFMTIBwtTpEvR6d

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн мăшăрĕ, медицина службин ĕçченĕ З. Коновалова нумай пулмасть 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Зоя Николаевна Куславкка районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче 1925 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Вăл 7-мĕш класа çитиччен вырăнти шкулта вĕреннĕ,1942 çулта Шупашкарти фельдшерсен шкулне вĕренме кĕнĕ, ун хыççăн, 1945 çулта, ăна Комсомольски районĕн больницине эпидемиолога пулăшма янă. Зоя Николаевна унта хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă Василий Андреевич Коноваловпа тĕл пулнă.1948 çулта вĕсем пĕр çемье çавăрнă, ывăл çуратса ÿстернĕ, 48 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă хыççăн Зоя Николаевна Нижневартовск хулине Анатолий ывăлĕ патне пурăнма куçса кайнă.

Халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе 40 çул ĕçленĕ май, вăл нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Пархатарлă ĕçшĕн ăна Хисеп грамотисемпе пĕрре çеç мар наградăланă.

Зоя Николаевна паян та хăйĕн çемйишĕн паха тĕслĕх пулса тăрать. Тăванĕсем унран тĕрлĕ канашсемпе сĕнÿсем ыйтаççĕ, ырă кăмăллă ĕç ветеранĕ пурне те пулăшма тăрăшать.

В. ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники