«Ялав» - пирĕн юратнă хаçат

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.01.2026, 13:30 Просмотров: 34

20260113 115347

Тĕрлемесри «Серебряный возраст» ăс-хакăл клубне çÿрекенсем районта тухса тăракан «Ялав» хаçата юратса вулаççĕ. Кривовсен, Лукьяновсен, Рязановсен, Андреевсен, Волковсен çемйисем ăна 1980 çултанпа çырăнса илеççĕ. Вĕсене политикăпа экономика, вĕренÿпе спорт, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем çинчен çырнă статьясем ытларах интереслентереççĕ.

Пирĕн округра ялхуçалăхĕ аван аталанса пыни те савăнтарать, ĕççи паттăрĕсем пирки те нумайрах пĕлесшĕн тивĕçлĕ канури çынсем. Çавăн пекех хаçатра «Литература» рубрикăпа пичетленекен калавсем те чуна çывăх. Клуба çÿрекенсем пĕлтĕр Валентин Константиновăн «Ют çын ачи» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кĕнекери повеçсенчен хăшĕ-пĕрне «Ялав» хаçатра та пичетленĕччĕ, вулакансене питĕ килĕшрĕç вĕсем. Иртнĕ çул эпир çавăн пекех çамрăк писательпе Олеся Михайловăпа та тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Вăл хăйĕн «Пĕрремĕш çĕнтерÿ» кĕнекипе паллаштарчĕ.Тĕлпулăва Тĕрлемес шкулĕнче тата вырăнти библиотекăра ирттертĕмĕр. Тĕрлемесри библиотека заведующийĕ Людмила Павлова район хаçачĕпе 1979 çултанпа туслă çыхăну тытать. Культура ĕçченĕ пулнă май, ăна çав темăпа çырнă статьясемпе хыпарсем ытларах интереслентереççĕ.

Çак кунсенче иртнĕ ларура клуба çÿрекенсем çулталăка мĕнле вĕçленине пĕтĕмлетнипе пĕрлех хăйсене канăç паман ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Л. АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники