Январĕн 13-мĕшĕнче эпир, Куславкка районĕнчи «Ялав» (Знамя») хаçатра ĕçлекенсем, Раççей пичечĕн черетлĕ кунне уявларăмăр. Çак уйăхăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче вара Чăваш пичечĕн кунне паллă тăвăпăр.
Пирĕн журналистсемпе обществăлла корреспондентсем кашни номерте Куславкка округĕн социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанса пыни, ентешсен çитĕнĕвĕсем, кулленхи пурнăçра тĕл пулакан çивĕч ыйтусем çинчен каласа пама тăрăшаççĕ. Вуншар çул каяллахи пекех «Ялавра» хăйсен ĕçне парăннă çынсем вăй хураççĕ. 37 çул коллектива Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейри Писательсен союзĕн членĕ Валентин Константинов ертсе пырать.
Районти «Ялав» («Знамя») хаçат редакцийĕ хамăр округра пурăнакансенчен тата республикăри власть органĕсенчен пĕлтĕр 800 яхăн çыру илчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕпе эпир тĕллевлĕ усă куртăмăр. Паянхи номерте вара вулакансенчен уяв ячĕпе килнĕ хыпарсемпе паллаштарасшăн.
Надежда ЛУКИНОВА, муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:
- Районти «Ялав» хаçат коллективне Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе саламлама питĕ хавас. Ку уявсем хамăр округ, çĕршыв историне çыракансене халăх хисепленине пĕлтереççĕ.
Хамăр тăрăхра пурăнакансенчен нумайăшĕ «Ялав» хаçата шкулта вĕреннĕ çулсенчех алла илсе вуланă. Эпĕ те çаплах. Унта пичетленнĕ интереслĕ статьясене хаçатран касса илсе пухса пыраттăм, тантăшсене те вулаттараттăм. Пирĕн çемьере эпĕ астăвассах район хаçатне çырăнса илетчĕç. Аттепе анне, Вениамин Евгеньевичпа Людмила Фадеевна, хаçатăн кашни страницинчи материалсемпе тĕплĕн паллашатчĕç, вĕсенче мĕн çырнине пĕр-пĕринпе сÿтсе яватчĕç.
Паян, цифрăллă технологисен ĕмĕрĕнче, хуть те мĕнле информацие те тупса вуламашкăн пулать. Çĕнĕ хыпарсене, интереслĕ статьясене электрон мелĕпе те, хаçатсенче те пичетлеççĕ. Апла пулин те эпĕ унчченхи пекех чи малтан «Ялав» хаçатăн çĕнĕ номерне алла илме тăрăшатăп, вырăнти хыпарсене вуласа тухатăп.
Районти «Ялав» хаçатра ĕçлекенсене хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пынăшăн ăшшăн тав тăватăп. Малашне те интереслĕ темăсене хускатма, хамăр округ тата унăн çыннисен пурнăçне çутатма сунатăп.
Олеся МИХАЙЛОВА, Куславкка муниципаллă округĕн пресс-секретарĕ, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн Куславккари вырăнти уйрăмĕн председателĕ:
- Район хаçачĕн редакцийĕнче эпĕ 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Унта 13 уйăх тăрăшни ман пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ тесен те йăнăш мар. Социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ пулнă май тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Хамшăн çывăх темăсене - спорт, культура тата ялхуçалăхĕ - тăтăшах çутатма тăрăшрăм «Ялавăн» страницисенче. Вулакансем вĕсене ăшшăн йышăнни савăнтаратчĕ. Халиччен пĕлмен Куславкка районĕ маншăн тăван кĕтес пулса тăчĕ. Эпĕ çавăн пекех вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем, юбилейсене паллă тăвакансем çинчен çырма юрататтăм. Вĕсем пурнăçра мĕнле йывăрлăхсене чăтса ирттерни тата хăйсен кунçулĕнчи паллă самантсем çинчен каласа панине тимлĕн итлсе лараттăм, хамăрăн вулакансене паллаштарма тăрăшаттăм. Çав çынсене итленĕ май пурнăçра кашни саманта хаклама тата умри тĕллеве хуть те мĕнле пулсан та пурнăçлама кирлине ăнланса илтĕм. Çавсене шута илсе ĕçлетĕп те халĕ.
В.ВОРОБЬЕВА хатĕрленĕ.
Январь 2026 |
