Малашлăха шанчăкпа пăхмалла

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.01.2026, 14:24 Просмотров: 35

Республикăри ытти округсенчи пекех, пирĕн патра та халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçлет. Вăл темиçе уйрăмран тăрать.

Эпĕ ватлăх енне сулăннă çынсемпе инвалидсене киле пырса социаллă пулăшу паракан уйрăмăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн. Çак уйрăмра 15 çын ĕçлет. Вĕсем пирĕн муниципаллă округри ватăсем патне çÿ-реççĕ, кил-тĕрĕшре пулăшаççĕ.

Пĕлтĕр уйрăмра ĕçлекенсем 79 çын патне килне пырса çÿрерĕç, тĕрлĕ пулăшу пачĕç. Куславкка хулинче кăна эпир 33 ватăна пулăшатпăр, ялсенче вĕсем - 46. Пирĕн уйрăмри социаллă ĕçченсем пĕлтĕр вĕсем патĕнче 13297 хут пулнă. Эпир пурте çулран çул ватăлса пыратпăр, ватлăх кунĕсене кашни çын тĕрлĕрен кĕтсе илет. Анчах та чылайăшĕ нумай проблемăпа тĕл пулать: сывлăх та хавшать, кил-тĕрĕшре татса памалли ыйтусем сиксе тухаççĕ... Çитменнине тата апат-çимĕç туянмашкăн магазина е сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн больницăна кайса килме те йывăрланса çитет. Ватлăхра пĕччен тăрса юлни, çумра çывăх çынсемпе тăвансем çукки чун-чĕрене уйрăмах ыраттарать. Ачисем ÿссе çитĕнсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă хыççăн çын пĕччен тăрса юлать, тус-тантăшĕсем, пĕрле ĕçленисем сайра-хутра кăна кĕрсе тухаççĕ, çавăнпа та хăшпĕр чухне пĕччен ватă никампа та сăмахлаймасть, пĕчченлĕх ăна хăратма пуçлать.

Хамăр пăхакан ватă арçынсемпе хĕрарăмсен сывлăхĕпе кунçулне (пурлăх тĕлĕшĕнчен) эпир лайăхлатма пултараймастпăр, çакна аван ăнланатпăр. Анчах та вĕсене вăхăтра пырса пулăшни, вĕсемпе кăштах та пулин сăмахласа ларни çав çынсен пурнăçне самаях витĕм кÿме пултарать вĕт. Вара ыранхи кун пирки те урăхларах шухăшлама пуçлаççĕ ватлăх енне сулăннисемпе инвалидсем. Социаллă ĕçченсем умĕнчи тĕп тĕллев - хăйсем пăхакан ватăсене пулăшасси тата шанăç кÿресси. Шăпах ĕнтĕ çавăн пек пуçарусене кура эпир социаллă пулăшупа усă куракансен пурнăçне кăштах çăмăлрах тата хаваслăрах тума пултаратпăр.

Палăртас пулать, пĕччен пурăнакан ватăсем е пĕччен пурăнакан çемьесем, енчен те пĕр çын пуçне тивекен тупăш уйăхне 21255 тенкĕ пулсан, çак пулăшупа тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Социаллă ĕçченсем хăйсем пăхакан ватăсем патне эрнере икĕ хутчен пырса çÿреççĕ, вĕсене йăлари ыйтусене татса памашкăн пулăшаççĕ.

И. МЕЛЕШКИНА,

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн уйрăм заведующийĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники