Январĕн 23-мĕшĕнче Куславкка округĕнче оборонăпа массăллă, спорт тата патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ пуçланать. Кăçал ăна Раççейре халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енре халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалланă.
Унпа çыхăннă мероприятисене ачасемпе çамрăксене çар патриотизмĕ майлă воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕ-плетес, каччăсене çара кайма хатĕрлес тĕллевпе ирттереççĕ.
Уйăхлăх пынă вăхăтра Ленинграда фашистсен хупăрлавĕнчен хăтарнăранпа 82 çул, тăшман çарĕсене Сталинград патĕнчи çапăçура çапса аркатнăранпа 83 çул çитнине, çамрăк герой-антифашиста асăнмалли куна тата ытти паллă пулăмсене халалланă мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче паттăрлăх урокĕ-сем, «çавра сĕтелсем», наукăпа практика конференцийĕсем, ăстăн вăййисемпе конкурссем иртĕç. Шкул ачисем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, тыл ĕçченĕсемпе, Афганистанра çапăçнисемпе, çарпа вĕренÿ заведенийĕсен курсанчĕ-семпе, паллă спортсменсемпе тата ыттисемпе тĕл пулĕç.
Уйăхлăх вăхăтĕнче çавăн пекех çарпа спорт уявĕсем, йĕлтĕрçĕсен эстафетисем, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе хамăр муниципалитет, республика шайĕнче ăмăртусем йĕркелĕç.
Январь 2026 |
