Кашни çул пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чи пултаруллă та маттур 1000 çамрăка стипенди парасси пирки калакан хушу çине алă пусать. Кăçал ăна камсем илесси паллă ĕнтĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма Куславкка муниципаллă округĕнчен 17 хастар яш-кĕрĕм тивĕçнĕ: Иван Охотников, Светлана Яковлева, Анастасия Павлова, Ольга Корнишкина (Елчĕк вăтам шкулĕ), Ярослава Демьянова, Матвей Чаркин, Таисия Федотова, Тимофей Чаркин (Тĕрлемес вăтам шкулĕ), Лидия Александрова, Федор Шурдеев, Полина Захарова, çавăн пекех «Единая Россия» партин Çамрăк гварди членĕсем Ирина Афанасьева, Александра Чупракова, Ева Колпакова (хулари 3-мĕш вăтам шкул), Анастасия Зюляева (2-мĕш вăтам шкул), Куславккари ачасен искусствăсен шкулне çÿрекен Данил Демьянов тата Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Олеся Михайлова.
Стипенди виçи улшăнман. Вăл унчченхи пекех 2500 тенкĕпе танлашать. Çамрăксем ăна 2026 çулта уйăхсерен илсе тăрĕç. Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку стипенди вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕнче, ăслăлăхра, пултарулăхра çитĕнÿсем тумашкăн хавхалантарать.
О. ВЛАДИМИРОВА.
Ÿкерчĕк çинче: стипендиатсенчен пĕри - Данил Демьянов.
Январь 2026 |
