Хулари 2-мĕш вăтам шкулта çак кунсенче «Хĕл - кайăксемшĕн чи йывăр вăхăт» ятпа акци иртет, унта вĕренекенсем пурте хутшăнаççĕ.
9-мĕш класри Светлана Егоровăпа Кира Кашаева пуçламăш классенчи хĕрачасемпе арçын ачасене куçса çÿрекен, ăшă енне вĕçсе каймасăр сивĕсене кунтах чăтса ирттерекен кайăксем çинчен каласа пачĕç. Вĕсене пулăшмасан, апат çитермесен пирĕн çунатлă туссем шăнса вилме те пултараççĕ, терĕç. Çавăнпа кайăксем валли сырăшсем (кормушкăсем) ăсталамалли çинчен аса илтерчĕç.
Вĕренекенсене интереслентерес тĕллевпе эпир шкулăн пĕрремĕш хутĕнче ятарлă стенд хатĕрлерĕмĕр, унта кайăксен фотоÿкерчĕкĕсене вырнаçтартăмăр, вĕсене мĕн çитерме юранине те çырса кăтартрăмăр.
Т. СЕМИНА,
биологи учителĕ.
Январь 2026 |
