Ылтăн туй ячĕпе!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.01.2026, 14:30 Просмотров: 29

553451135414

Пирĕн округри Карач ялĕнче пурăнакан Моторкинсем 1976 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пĕр çемье çавăрнă. Кăçал унтанпа шăпах 50 çул çитрĕ.

«Çемье - Куславкка муниципаллă округĕн тĕп пуянлăхĕ тата хаклăхĕ» проекта пурнăçласа, телейлĕ мăшăра ылтăн туй ячĕпе вырăнти администрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Анастасия Ульданова, Карач территори пайĕн ертÿçи Ираида Ларионова ăшшăн саламларĕç. Карачри Культура çурчĕн «Энĕш» фольклор ансамблĕ вĕсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ, уява хаваслăх кÿчĕ.

Çемье пуçĕ нумай çул хушши Карач шкулĕнче кочегар пулса ĕçленĕ. «Валерий Александрович ĕçре чухне классенче уйрăмах ăшăччĕ. Çавăнпа чун-чĕрере те лайăхччĕ»,- аса илчĕ Татьяна Смирнова педагог.

Елена Никандровна апатлану сферинче тăрăшнă. Вăл малтанах «Аниш» совхоз столовăйĕ-нче, унтан вырăнти «Аленушка» ача садĕнче повар пулнă. Пурне те тутлă апатпа тивĕçтернĕ. Василий Семеновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ-нче те вăй хунă. Пĕр сăмахпа, пур ĕçре те тăрăшуллă пулнă, ырă ят илнĕ.

Тивĕçлĕ канура пулин те, телейлĕ мăшăр ял пурнăçне хастар хутшăнать, килте хушма хуçалăх тытса пырать, хăйсен пахчинче тăрăшса ÿстернĕ пахча-çимĕçпе ялта пурăнакансене те савăнтарать. Моторкинсем икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Иккĕшĕ те педагог профессине суйласа илнĕ, ачасене вĕрентеççĕ.

«Çемьери телей - пĕр-пĕ- рне шанса, хисеплесе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннинче. Тирĕк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть, теççĕ. Çавăнпа пĕр-пĕ- ринчен вăхăтра каçару та ыйтма пĕлмелле. Упăшкипе арăмĕ савăнăçпа хуйăха пĕр-пĕринпе пайлама пултарсан çемье вучахĕ нихăçан та сÿнмест»,- хуравларĕç Валерий Александровичпа Елена Никандровна телейлĕ çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕ пирки сăмах пуçарсан.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники