Çапла, эсир тĕрĕсех вуларăр, йăнăшмарăр. Вĕренÿ çулĕ варринче те шкула сывлăх сунма пулать. Сăлтавĕ те пур, Тĕрлемесре нумай пулмасть пĕрремĕш класа кăçал кайма хатĕрленекенсен шкулĕ уçăлчĕ.
Çакă пулас вĕренекенсене - пĕчĕк хĕрачасемпе арçын ачасене - вĕренĕве мĕнле йĕркеленипе лайăхрах паллашма, шкул пурнăçне кăштах маларах хăнăхма май парать. Программăна интереслĕ вăйăсем, пултарулăха тата пĕлĕве ÿстермелли занятисем кĕртнĕ, вĕсем ачасене пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме, туслашма, вĕренÿ çулĕпе туллинрех паллашма май параççĕ, коллективпа ĕçлеме хавхалантараççĕ.
Пулас вĕренекенсене вĕсен пурнăçĕнчи шкулпа çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ утăмсене тума пуçламăш классен учительници Ирина Николаевна Никонорова хавхалантарса пырĕ, пысăк квалификациллĕ вĕрентекен арçын ачасемпе хĕрачасене пĕлÿ тĕнчинче илсе çÿрĕ. Эпир çак программа пĕчĕккисемшĕн шкулпа паллашмалли лайăх никĕс пулса тăрасса шанатпăр.
И. НИКОНОРОВА.
Январь 2026 |
