Ленинград блокади - историн манăçми страници

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.01.2026, 14:32 Просмотров: 28

Ленинград блокади - Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи чи хăрушă та тискер пулăмсенчен пĕри. Вăл 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăсăлнă. Выçлăха, кунĕн-çĕрĕн бомбăсемпе снарядсем ÿкнине, тĕрлĕ йышши хĕçпăшалтан персе тăнине пăхмасăр хула пурăннă, çынсем ĕçленĕ, тăшмана хирĕç кĕрешнĕ.

Çак чуна çÿçентерекен историллĕ пулăма халалласа ачасен библиотекинче «Тăван Çĕршыва ĕненни вĕсене вăй-хал панă» темăпа кĕнекесен выставки ĕçлет. Вăл икĕ пайран тăрать. «Хула фронт пулнă, унта выçлăх хуçаланнă» ят панинче вулакансем фотоальбомпа, историре тарăн йĕр хăварнă фактсемпе, архиври материалсемпе, документсемпе паллашма пултараççĕ.

Хупăрлава лекнĕ хулана çăлма апат-çимĕçе, хĕçпăшала пĕртен-пĕр çулпа - пăрпа витĕннĕ Ладога кÿлли урлă илсе çитернĕ. Халăх ăна «Пурнăç çулĕ» ят панă. Çав çулпах Ленинградран ачасемпе ватăсене, сусăрсене илсе тухнă. Пĕртен-пĕр çул миллионшар çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Унпа 152 кун усă курнă.1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинграда ирĕке кăларнă, çав ятпа пирĕн çарсем 324 тупăран персе салют панă.

«Ленинград блокади - историн манăçми страници» тенинче Ленинградра блокада вăхăтĕнче пурăннă пĕчĕк ачасем çинчен каласа паракан илемлĕ произведенисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Выçлăх пуçланнă вăхăт тĕлне хулара тăватçĕр ытла ача шутланнă, 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пек пурăннă. Блокада 871 куна тăсăлнă. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă, пĕтĕмпе 2 миллион ытла çыннăн кунçулĕ вăхăтсăр татăлнă. Çапах та Ленинград чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман.

Николай Богдановăн «Бессмертный горнист» кĕнекинче вăрçăн пирвайхи кунĕсене пăрлă хулара ирттернĕ арçын ача каласа панинче вулакан унăн хăрушлăхне курнипе пĕрлех пирĕн салтаксем çĕнтерессе шаннине туйса илет. Хулара тăрса юлнă çынсем те пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни çинчен аван çырса кăтартнă автор.

Вера Карасеван «Кирюшка» ятлă калавсен пуххинче те çÿлĕ-пе аслăрах ачасем кĕçĕннисене, ватăсене пулăшни, асамлă вăя шанни пирки вуласа пĕлме пулать. Çав асамлă вăй хутран - ситрен вĕсен алăкĕнчен пырса шакканă: çимелли тупăннă, пĕрер ытам вутă килсе панă, çăкăр паекне майĕпен ÿстерсе пынă, хула урамĕсенче тĕл-тĕл вĕлтрен ашкăрса ÿснине асăрханă, вăл пин хут нумай яшка пĕçерме те çитессĕн туйăннă...

Юрий Герман писатель «Вот как это было» повеçĕнче хупăрлава лекнĕ Ленинградра ашшĕ-амăшĕпе тăрса юлнă пĕчĕк Мишăпа паллаштарать. Унта çав çулсем ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине, мĕн кăна чăтса ирттерме тивменнине тĕплĕн çырса кăтартнă.

Г. ПЕРЦЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники