Тĕп ыйтусем - çулсем, шыв, хăтлăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.02.2026, 14:42 Просмотров: 32

DSC 7451

Округри территори пайĕсенче çак кунсенче пухусем иртеççĕ, вĕсенче ертÿçĕсем халăха иртсе кайнă çулталăкра пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа параççĕ, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштараççĕ.

Графикпа килĕшÿллĕн Пăрмас территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Тиканова вырăнти Культура çуртĕнче февралĕн 12-мĕшĕнче отчет турĕ. Пуху ĕçне Куславкка муниципаллă округĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Петр Егоров хутшăнчĕ.

DSC 7443

Территори пайне 9 ялпа Чашлама разъезчĕ кĕреççĕ, вĕсенче пурĕ 649 кил тата çавăн пекех нумай хваттерлĕ 3 çурт пур. Пĕлтĕр территори пайĕнче 1 ача çуралнă, 14 çын вилнĕ. Калас пулать, демографи лару-тăрăвĕ кунта та ытти ялсенчи пекех, вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен чылай нумайрах.

Валентина Витальевна хăйĕн докладĕнче чи малтанах халăх пурăнакан вырăна хăтлă тума тăрăшнине асăнчĕ. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен çынсем тÿрех йĕркелĕхпе тирпейлĕхе сăнаççĕ, çулсем мĕнле пулнипе, çĕрлесерен çутă çутнипе е çутманнипе интересленеççĕ. 2025 çулхи çу кунĕсенче ялсене тирпейлеме тăрăшнă, урамсенчи, хуçасăр çуртсен çывăхĕнчи тата халăх пухăнакан вырăнсенчи, ачасем вылякан лаптăксенчи, палăксем таврашĕнчи ашкăрса ÿсекен курăка çулса тирпейленĕ. Шуршура саксене улăштарнă, сăрланă, ачасем выляма пухăнакан лапама тирпей-илем кĕртнĕ.

Ялсенче халĕ каçсерен çутă.Çунса кайнă лампăсене те май килнĕ таран улăштарсах тăраççĕ. Май уйăхĕнчен пуçласа сентябрьччен кашни ялтах палăксем умĕнче, ачасен лапамĕсенче субботниксем ирттернĕ, масарсен территорийĕсене те тасатнă.

Валентина Витальевна каланă тăрăх, пĕлтĕр 4 пуçаруллă проекта пурнăçланă: Йĕршерпе Чашламара çăлсене, Паймитре пушар тухнă чухне шыв илекен вырăна йĕркене кĕртнĕ, Ватнерте ачасен лапамне тирпейленĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа та ĕçленĕ.

Иртнĕ çулта Пăрмас территори пайĕ çавăн пекех кăçал пурнăçламалли темиçе пуçаруллă проект сĕннĕ. Тĕслĕ-хрен, Ватнерти пĕвене тасатма, Чашламари Ленин урамне юсама, Анчăккассинче пусă чавма, Ватнерте тата Чашламара шыв башнисене юсама палăртнă. Çак объектсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕн 80 процентне республика бюджетĕнчен уйăрса параççĕ. Куславкка муниципаллă округĕпе ял халăхĕн 10-шар процент тивĕçтермелле пулать.

Çулсем пирки сăмах пуçарсан, Пăрмас территори пайĕн пуçлăхĕ пĕлтĕр «Волга - Чашлама» автоçула (1 çухрăм ытла) юсанине, Йĕршере илсе пыракан çула вак чул сарса тухнине асăнчĕ. Хĕллехи вăхăтра «Родина» СХПК (ертÿçи Людмила Емельянова) пурте усă куракан çулсене договорпа килĕшÿллĕн юртан тасатса тăни çинчен пĕлтерчĕ.

Докладра çавăн пекех çÿп-çап ыйтăвĕ пирки те сăмах пулчĕ. Валентина Витальевна территори пайĕнче кун валли 15 контейнер вырнаçтарни, вĕсене вăхăтра пушатса тăни çинчен каларĕ. Вăл çавăн пекех контейнерсем патне строительствăра усă курнă хыççăн юлнă каяшсене, шĕвексене, йывăç тĕмисемпе туратсене, кивĕ сĕтел-пукана пырса пăрахма юраманнине аса илтерчĕ.

Куславкка округĕн экономикипе социаллă пурнăçĕ 2025 çулта мĕнле аталанса пыни çинчен пăрмассене муниципалитетăн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата ЖКХ ыйтăвĕ- семпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Петр Егоров каласа пачĕ. Вăл пуçаруллă бюджет программипе хăш территори пайĕнче тата мĕнле объектсем хута янине илсе кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, округри ялсенчи урамсенче пурĕ 11 çула юсанă, халăх пуçарăвĕпе çыхăннă 17 проекта (сăмах каллех ялсенче автоçула юсасси пирки пырать) ĕçе кĕртнĕ. Кунсăр пуçне тата 24 пуçаруллă проекта пурнăçланă: Кармăшра, Çатрăкра, Кивĕ Тĕрлемесре, Варасăрта, Чăршкассинче, Куславккари Комаровская урамра, Йĕршерте, Чашламара çăлкуçсене тирпей-илем кĕртнĕ, Тĕрлемес станцийĕнче, Аманикре пĕвесене тасатнă, Мăрсакассинче, Аманикре, Ватнерте тата Елчĕк шкулĕнче ачасен лапамĕсене хăтлăлатнă. Хулара «Атăл» спорт шкулĕ умĕнчи хоккейла вылямалли лаптăка асфальт сарнă. «Пакăш - Пилешкасси», «Волга-Чашлама», «Волга-Маслă-Элменкасси», «Волга - Муркар» автоçулсене тата Куславккари Полевой урамри çула юсанă. Пĕр сăмахпа, пĕлтĕр мĕн тума палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă.

Петр Петрович çавăн пекех кăçал пурнăçлама пăхнă тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, куславккасем нумай çулранпа кĕтекен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ объект - Атăл хĕрринче пăрахутсем чарăнмалли вырăн. Ăна кăçал тума тытăнĕç тата ун таврашне тирпей-илем кĕртĕç. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли ытти ĕçсем те пур.

Ял халăхĕ территори пайĕн пуçлăхĕн отчетне те, муниципалитетăн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Петр Егоров каласа панине те тимлĕн итлерĕ. Ыйтусем те нумай пулчĕç. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен пурнăçа кĕртнĕ кашни объект ял халăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем те ялсене тирпей-илем кĕртессишĕн, аталантарассишĕн, ачи-пăчине хăтлăхра çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ.

Çав кун пăрмассем патĕнче Раççей Социаллă фончĕн Куславкка муниципаллă округĕнчи клиентсен службин ертÿçи Надежда Макарычева та пулчĕ. Вăл Пенси законодательствинче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ улшăнусем, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем санаторипе курортра канма, реабилитаци шучĕпе хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарни çинчен каласа пачĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕксем çинче: В. Тиканова тата П. Егоров; Пăрмасра пуху пуçланасса кĕтекен хастарсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники