ЗАГС пайĕнче, централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсем тăрăшнипе пирĕн округра юлашки вăхăтра нумай функциллĕ «Автоклуб» культура центрĕ вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем тата чылай çулранпа пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем патне çитсе чыслас йăла вăй илчĕ.
Иртнĕ эрнере, акă, урапаллă центр Кунер территори пайĕнче пулчĕ. Вырăнти артистсем Ырашпулăхĕнче, Вăрманкасра, Çирĕклĕре пурăнакансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пирĕн ЗАГС пайĕ культура ĕçченĕсемпе пĕрле пысăк пĕлтерĕшлĕ «Çемье - Куславкка муниципаллă округĕн тĕп пуянлăхĕ тата пурлăхĕ» проекта тĕпе хурса тăрăшать. Автоклуб нацпроектпа килĕшÿллĕн çул çÿрет, унăн тĕллевĕ - çемье хаклăхне çирĕплетме, ырă йăла-йĕ- ркене малалла аталантарма пулăшасси тата граждансене пур енлĕн аталанмалли условисем туса парасси.
Çав кун эпир пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса нумай çул пурăнакан Павловсемпе Николаевсен çемйисене савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр. Петр Георгиевичпа Нина Егоровна Павловсем кăçал лаванда туй çитнине паллă турĕç, вĕсен çемйи йĕркеленнĕренпе 46 çул çитрĕ. Григорий Николаевичпа Татьяна Александровна Николаевсем вара çемье вучахне 53 çул каялла чĕртнĕ, унтанпа унăн ăшшипе киленсе пурăнаççĕ. Çемьери йăла-йĕркене çирĕп тытса пынăшăн тата çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн вĕсене Чăваш Республикин Юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин дипломĕсемпе наградăланă.
Чăн-чăн уяв туса панăшăн ял халăхĕ артистсене тата тĕлпулусене йĕркелекенсене ăшшăн тав турĕ. Концерт программи кашни ялта тăвансемпе çывăх çынсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, чăн-чăн çемье уявĕ йĕркелеме май пани пире савăнтарать.
А. Ульданова,
Куславкка муниципаллă округĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ.
Февраль 2026 |
