Тухтăра тав тунă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:39 Просмотров: 28

VpunRehU1xoCphnBR1Dt81ZM80qQkVJXx GzdY5D uW4M DqIHqitN50tF59W4Nq88ugs7LdmMB30D2C sDSooR1

Куславкка районĕнчи тĕп больницăра ĕçлекен çамрăк тухтăр Кристина Александровна Симакова «Халăх кăмăллакан çын» ятлă общество наградине тивĕçнĕ.

Кристина Александровна кунта 2024 çултанпа тăрăшать, хамăр тĕп больница янипе вăл Ульяновскри патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Кĕске хушăрах хăй лайăх специалист пулнине кăтартса пачĕ, пĕрле ĕçлекенсем те, пациентсем те ăна хисеплеççĕ. Маларах асăннă наградăна Кристина Симакова «Медицина - чун туртнă ĕç» проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ «Тавтапуç, тухтăр! Тавтапуç, медсестра!» акцие хутшăнса тивĕçнĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансем 1549 специалист пирки 8038 хутчен тав сăмахĕ каланă.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники