Ватлăхра та ырри нумай

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:41 Просмотров: 31

b vnU1Vv g4nmpaLx9JYOcsw8oYwayM1aO6VfjndLX8Fh0CNScDhyBevRdPwb 846u6h5h2Sey97i 9RDmBKmNyW 1

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, юлашки çулсенче пурте питĕ хăвăрт пулса иртет, çавăнпа эпир тимлĕхпе пулăшу кирлĕ çынсем çинчен те час-часах манса каятпăр. Ватлăх енне сулăннă арçынсемпе хĕрарăмсене хăшпĕр чухне магазина кайса килме те йывăр, хăшĕсем вара килтен те тухса çÿреймеççĕ.

Куславккари халăха комплекслă социаллă пулăшу паракан центрти специалистсем аслă ăрăва тимлĕх уйăрасси - кулленхи ĕç кăна мар, сăваплă тивĕç те пулнине çирĕплетсе параççĕ. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ «Ватлăх - савăнăç» пархатарлăх фончĕ хÿтте илнĕ ватăсем пĕчченлĕхе, хăйсене манса кайнине ан туйччăр тесе тăрăшать. Çавăнпа вĕсем патне килне апат-çимĕç пырса парассине йĕркеленĕ. Пĕччен тата аякри ялсенче пурăнакан, ниçтах та тухса çÿреймен ватă çынсемшĕн кунашкал пулăшу чăн-чăн уяв вырăнĕнче. Куславккари халăха комплекслă социаллă пулăшу паракан центрта ĕçлекенсем нумай пулмасть хамăр округри ялсенчи пĕтĕмĕшле тупăшĕ пенсионерсем валли палăртнă пурăнмалăх минимумăн 1,5 виçинчен иртмен 8 çынна (инвалидсемпе 65 çултан иртнĕ пĕччен пурăнакан ватăсене) тÿлевсĕрех апат-çимĕç пырса пачĕç.

«Ватлăх - савăнăç» фонда çакăншăн тав тăвас тетĕп. Пĕччен пурăнакан ватăсене манманшăн тавтапуç. Тивĕçлĕ канури çынсемшĕн ку вăл - тем пекех пысăк пулăшу. Ватăсемшĕн чăннипех те тăрăшакан организаци пурри, паллах ĕнтĕ, савăнтарать»,- терĕ Геннадий Григорьевич Морсков инвалид.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники