Тĕмшерти А.Г. Журавлев ячĕллĕ тĕп шкулта çак кунсенче 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн сотрудникĕсемпе - пай начальникĕн заместителĕпе тата личнăй составпа ĕçлекен ушкăн ертÿçипе Н. Кирилловăпа, полицин участокри уполномоченнăйĕпе В. Комаровпа тĕл пулчĕç.
Вĕсем çул çитмен çамрăксене малтанах ултавçăсен серепине лекес мар тесен мĕнле мерăсем йышăнмалли çинчен каласа пачĕç, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çынсене улталанă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсене илсе кăтартнă кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ултавсен тĕрлĕ енĕсем çакна аван çирĕплетсе параççĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ яланах тимлĕ пулмалла, ют çынсем шантарнине ĕненмелле мар.
Ун хыççăн полици сотрудникĕсем Шалти Ĕçсен министерствин аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе паллаштарчĕç, вĕренме кĕмелли майсем çинчен каласа пачĕç. Каярах вĕсем вĕренекенсен нумай ыйтăвĕ çине хуравларĕç.
Тĕлпулу усăллă та интереслĕ иртрĕ.
Е. КРАСНОВА.
Февраль 2026 |
