Спорт уншăн - хавхалану çăлкуçĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:44 Просмотров: 28

iXGxC Np59BIVTR4ficusC gOjf46NlN y9NnEkN3Wx3 MMivl P D7ZnqYxYQyFeklWSgHQ6icBQHu 3WRf4cD4

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Мария Гавриловна Арзяева февралĕн 24-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ.

Куславкка районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл пурнăç тăршшĕпех спортпа туслă пулнă. Мария Гавриловна - йĕлтĕр спорчĕпе СССР спорт мастерĕ, Чехословакире икĕ хутчен тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медальне çĕнсе илнĕ, йĕлтĕрпе чупассипе çавăн пекех Ярославль облаçĕнче 28 хутчен чемпион пулнă.

Мария Арзяева Куславккари ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿренĕ, ăсталăхне туптанă. Ярославльти К.Д. Ушинский ячĕллĕ педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухсан унтах пĕр хушă преподаватель пулса ĕçленĕ. 1975 çултан пуçласа 1983 çулччен йĕлтĕрпе чупассипе СССРăн суйласа пухнă командинче пулнă. Каярах çур ĕмĕр хушши Ярославльти 10-мĕш вăтам шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ.

Паллă спортсмен хăйĕн 75 çулхи юбилейне тăван ялĕнче кĕтсе илчĕ. Унăн историйĕ спорта юратни вуншар çул иртсен те пурнăçра хавхаланупа савăнăç çăлкуçĕ пулса тăнине çирĕплетсе парать.Ахальтен каламан çав, спортпа туслă çын - вăйлă та хăюллă, унăн шухăш-кăмăлĕ те çирĕп, вăл мĕнпур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать.

О.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники