Ашшĕпе амăшĕн тĕп пуянлăхĕ - ачисем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.03.2026, 14:36 Просмотров: 38

20251204 095637 1

Нумай ачаллă çемьесем ыттисенчен чылай туслăрах, ыранхи куна та вĕсем пысăк шанăçпа кĕтсе илеççĕ. Йышлă çемьере ачасене те урăхларах воспитани параççĕ. Унта ÿснĕ ачасем пĕр-пĕринпе килĕштеререх пурăнаççĕ.

Тĕрлемесри Андреевсем çирĕп çемье йĕркеленĕ. Нина Семеновна - пилĕк ача амăшĕ.1985 çулта ăна Ача амăшĕн II степеньлĕ медалĕпе наградăланă. Ун чухне çемье Украинăра ĕçлесе пурăннă.

1986 çулта Андреевсем тăван çĕршыва таврăннă.Упăшкипе арăмĕ «Тюрлеминский» совхозра ĕçлеме тытăннă. Нина Семеновна оператор пулнă, темле йывăр килсен те тăрăшса вăй хунă. Ырми-канми ĕçленĕшĕн ăна тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарнă, коллектив хисепне те тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăнать: Тĕрлемесри Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕпе пĕрле юрлать, вырăнти библиотекăри «Кĕмĕл ÿсĕм» клуба хастар хутшăнать, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли маскировка тетелĕ çыхма çÿрет, агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен канашĕн членĕ шутланать, сывлăхне çирĕплетес тесе кашни ир зарядка тăвать. Пĕр сăмахпа, хастар хĕрарăм мĕнпе кăна интересленнине çырса та пĕтереймĕн.

Андреевсен туслă та çирĕп çемйинче ÿснĕ ачасем шкул пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ професси суйласа илнĕ. Асли Вадим 1986 çулта çарта службăра тăнă, Афганистанра та пулнă. Интернационалла тивĕçе пурнăçланăскер, вăл халĕ хăйĕн çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Нина Семеновнăпа Евстафий Корниловичăн хĕрĕ Светлана - капитан, Патăръелĕнче райпотребсоюзăн пай начальникĕ пулса ĕçлет. Вăл - ĕç ветеранĕ. Татьянăпа Майя Куславккари автофургонсен комбинатĕнче вăй хураççĕ. Вĕсем те çемьеллĕ, Тĕрлемесре пурăнаççĕ. Вăталăх ывăлĕ Борис - монтажник-высотник, Раççейре вăл çитсе курман кĕтес юлман та пулĕ.

Андреевсен кĕрÿшĕ Александр паян ятарлă çар операцийĕ-нче, ăна «Хăюлăхшăн» медальпе тата «Чыспа шанчăклăхшăн» хĕреспе наградăланă.

Нина Семеновна Андреева 5 ачин, 10 мăнукĕн, 4 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать. Сăмах май каласан, Вадимăн пĕр хĕрĕ, Юля, пациентсене госпиталлĕ терапи мелĕ- пе сиплеме вĕрентекен кафедрăн доценчĕ, Чăваш Республикинчи çутçанталăк çинчен вĕрентекен наукăсен сферинче чи лайăх çамрăк ученăйсенчен пĕри шутланать.

Нина Семеновнăпа Евстафий Корнилович Андреевсене ялйыш хисеплет. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Ачисем те питĕ сăпайлă, Нина Семеновна пуринпе те ырă, пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм кунçул сунать, тĕнчере хаяр вăрçă текех пулмасса, кашни халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасса шанать.

Т. ВАСИЛЬЕВА,

агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Куславкка муниципаллă округĕнчи канашĕн членĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники