Ăçта пурăннине, миçе çултине е профессипе миçе çул ĕçленине кура Раççей Социаллă фончĕ граждансене пенси çумне хушса тÿлет. Цифровизацие пула тата ведомствăсем кирлĕ информацие пĕр-пĕрне электронлă майпа куçарма пултарнипе çак тÿлевсенчен хăшĕ-пĕрне илес тĕллевпе заявлени çырма кирлĕ мар.
Заявлени çырмасăрах:
- ĕçлемен пенсионерăн пенси виçи регионта пурăнма кирлĕ минимумран сахал пулсан çав минимум таран хушса тÿлемелле тăваççĕ. Чăваш Республикинче çак тÿлеве 30876 пенсионер илсе тăрать;
- 80 çул тултарсан е пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулнине палăртсан ватлăхра паракан страхлакан пенси çумне çирĕплетнĕ йĕркепе йышăннă пысăк тÿлев хушса тÿлеççĕ;
- Инçет Çурçĕрте пурăннăшăн тата Çÿрçĕрти стажа ĕçлесе татнăшăн Чăваш Енри 5961 пенсионера пенси çумне укçа хушса тÿлеççĕ.
Заявлени çырнă хыççăн:
- тивĕçлĕ канури ятарлă стаж ĕçлесе татнă çынсене (вĕçев экипажĕсен членĕсене, çĕркăмрăкĕ кăларакан çĕрте ĕçлекенсене тата ыттисене те) мĕнле профессипе ĕçленине кура хушса тÿлеççĕ;
- яллă вырăнта пурăнакан, колхозра, совхозра, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетнĕ, ÿсентăран ÿстернĕ предприятисенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсене;
- çын е патшалăх шучĕпе тăранса пурăнакан ачасем пур пулсан.
Э. МАКАРОВА,
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-секретарĕ.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
