Мартăн 3-мĕшĕнче Кунер шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне аса илсе хамăрăн çывăх çыннăмăрсем çинчен калаçу пуçарчĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче арçын ачасемпе хĕрачасем çуркуннехи пĕрремĕш уяв - Мартăн 8-мĕшĕ пирĕн аннесене, асаннесемпе кукамайсене, аппасемпе йăмăксене юратни çинчен каласа пама тăрăшнипе пĕрлештернине асăнчĕç. Çавăнпа пĕр-пĕрне хисеплекен, çемье хаклăхне упракан мăшăрсем те, çавнашкал çемьесенчи ачасем те телейлĕ. Вĕренекенсем хăйсен амăшĕсен яланах ытама илме, ăшă сăмахсемпе лăплантарса çупăрлама хатĕр аллисене, хăйсен ачи çине юратса пăхакан куçĕсене аса илчĕç.
Кашниех хăйĕн амăшĕ пирки ыррине кăна калама тăрăшрĕ. Вĕсене пĕрлештерсе тăраканни вара амăшĕн юратăвĕ пулчĕ. Вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри çывăх çынни уроксем тума пулăшнине, кăткăс темăсене уçса панине аса илчĕ. Тепри вара амăшĕ питĕ тутлă пĕçерни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех юратнă амăшĕпе пĕрле юнашар пулни, унăн ăшшине туйни тем пекех пахи çинчен каларĕç.
Пĕр-пĕрин умĕнче чуна уçса калаçнă май вăхăт иртнине те сисмерĕмĕр. Çак урок пире пурне те Хĕрарăмсен кунĕнче кăна мар, ытти чухне те эпир аннесене юратни пирки каламалли çинчен, вĕсене хисеплемелли тата пулăшма тăрăшмалли çинчен аса илтерчĕ. Мĕншĕн тесен анне - вăл яланах пирĕнпе юнашар, вăл яланах пире ăнланать тата хăйĕн хÿттине илет.
И. МЫКОВА.
Март 2026 |
