20-30 çул каялла çеç библиотекăсем информаци тупмалли е пĕр-пĕр япала çинчен вуласа пĕлмелли тĕп çăлкуçсем шутланатчĕç. Вулавăш çуртне çÿрекенсем чи малтан библиотекарьтен пулăшу ыйтатчĕç.
Çак профессие тăватă пин çул каялла шутласа кăларнă. Ун çинчен шумерсем вăхăтĕнчех, тăм çинчи пĕрремĕш çыравсем пуçланнă чухнех калаçма тытăннă. Чылай çул каялла ку професси сумлă шутланнă, библиотекăсенче чаплă ученăйсемпе писательсем ĕçленĕ. Паян библиотекарь профессийĕн сумĕ кăштах чакнă. Унпа тĕплĕнрех паллаштарас тесе, эпĕ, библиотекăра тăрăшнă май, нумай пулмасть «Кашни ĕç лайăх, анчах эпир суйласа илни - тата та аванрах» темăпа тĕлпулу йĕркелерĕм. Ун вăхăтĕнче хулари 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсене çак професси мĕнле пуçланса кайни, библиотекарьсен умĕнчи тивĕçсемпе тĕллевсем, çак сферăра ĕçлекен специалистсем çинчен каласа патăм. Библиотекарь профессине алла илме вĕрентекен аслă вĕренÿ заведенийĕсене те асăнтăм.
Кунсăр пуçне яллă районсенче культура сферинче кадрсем çитменни те паллă. 2025 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçлет. Вăл çамрăк специалистсем валли пысăк майсем уçса парать. Çавăнпа ку программа малашлăхлă пуласси куçкĕретех.
Е. ДАНИЛОВА.
Март 2026 |
