Кутемерте пурăнакан Нина Константиновна Смирнова нумай пулмасть 85 çул тултарчĕ. «Ырлăх парнеле» акципе килĕшÿллĕн ун патĕнче юбилейре хăнасем те пулчĕç.
Н. Смирнова вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсенче çуралнă. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хунă, мĕн хушнă, çавна тунă. Хисеплĕ ватă ырă ĕçпе кăна палăрнă. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна «Ĕç ветеранĕ», «Вăрçă ачисем» медальсемпе тата «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе наградăланă. Вăл çавăн пекех «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăна тивĕçнĕ.
Пурнăç çулĕ пĕрре те çăмăл килмен Нина Константиновнан. Мăшăрĕпе 50 çула яхăн килĕштерсе пурăннă. Икĕ ача çуратса ÿстернĕ, воспитани панă. Шел пулин те, ватлăх кунĕсенче халĕ килĕнче пĕчченех пурăнать. Юрать-ха ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ăна пăрахмаççĕ, час-часах пырса çÿреççĕ. Вĕсен ăшшине туйса, савăнса пурăнать те паян кинемей. Вăл пуринпе те ырă кăмăллă, килен-каяна тарават, ялта е округра мĕн пулса иртнипе питĕ интересленет.
Н. Смирновăна сумлă юбилей ячĕпе Энтри Пасар территори пайĕн ертÿçи А. Турганова, Кутемер клубĕнче ĕçлекен А. Матвеева ăшшăн саламларĕç. Вĕсем ăна хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунчĕç, Тав çырăвĕ тата асăнмалăх парнесем пачĕç. Хăйне çакăн пек тимлĕх уйăрасса кĕтмен ватă вĕсене те пурнăçра ыррине кăна тата тăнăçлăх сунчĕ.
А. МАТВЕЕВА.
Март 2026 |
