Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Юлашки çулсенче ятарлă çар операцийĕ пынипе самана уйрăмах пăтрашуллă.Кун пек чухне никамăн та айккинче тăмалла мар. Куснарти Николай Александрович Афанасьев фермер пек хастар, ентешсене пулăшма тăрăшакан çынсем кирлĕ хальхи вăхăтра.
Çак кунсенче Куснара казаксен полковникĕ, Пĕтĕм Раççейри «Казачество России» обществăлла организацин Тутарстан Республики тăрăхĕнчи регионти атаманĕ Владислав Евгеньевич Храменков хăйĕн пулăшуçипе килсе кайрĕ. Вăл Н. Афанасьева «СВОна пулăшнăшăн» медальпе наградăларĕ, ырă ĕç тума хастар хутшăннăшăн, гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн, çĕршыв умĕнчи тивĕçе тĕрĕс ăнланнăшăн, ырă кăмăллă пулнăшăн, ятарлă çар операцийĕнчи Раççей Федерацийĕн çар служащийĕ-сене тимлĕх уйăрнăшăн тата вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшнăшăн Тав çырăвĕ пачĕ.
Николай Александрович çавăн пекех Куснар территори пайĕн тата Куславкка муниципаллă округĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăн та Тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ. Муниципалитет ертÿçи Алексей Людков ячĕпе Тав çырăвне Н. Афанасьева Куснар территори пайĕн пуçлăхĕ Н. Будкова пачĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Март 2026 |
