Илемлĕ пултарулăх мĕн авалтан кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă тата халăх таланчĕсен пĕр енĕ шутланнă. Ăна упраса хăварас тата çĕнĕ ятсене палăртас тĕллевпе Куславкка муниципалитет округĕнче кашни çул илемлĕ пултарулăх смотр-отчетне ирттереççĕ. Кăçал ăна Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Ен халăхĕсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Мартăн 8-мĕшĕнче Пăрмасри Культура çуртĕнче пĕрремĕш смотр-отчет иртрĕ.
Çав каç залра туслă лару-тăру хуçаланчĕ. Куракансем Пăрмасри Культура çурчĕпе Чашлама ял клубĕн тата вĕсене кĕрекен ытти культура учрежденийĕсен концерт программипе паллашрĕç. Ăна хор «Пур тăван та пухăнсан» тата «Широка страна моя родная» юрăсемпе пуçларĕ. Унтан «Очарование» ачасен коллективĕ Раççей халăхĕсен вăйĕпе пĕрлĕхне халалланă сăвăсене вуласа пачĕ (ертÿçи – В. Христофорова). Лидия Белова та «Марш единства и дружбы народов» сăвăра çак темăна хускатрĕ.
Куракансем концерт программин кашни номерне хĕрÿллĕн алă çупса йышăнчĕç. Юлия Субакаева, Светлана Христофорова солистсем хăйсен вокал ăсталăхне питĕ аван кăтартса пачĕç. Куракансене çавăн пекех Чашлама ял клубĕн «Тантăш», Пăрмас ял Культура çурчĕн «Мерчен» вокал ансамблĕсем, «Хрстофоровы» трио, Пăрмасри Культура çурчĕн «Искра» тата Чашлама клубĕн «Савăнăç» дуэчĕсем савăнтарчĕç. Мефодий Яковлевпа Алексей Христофорова та пурте ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çак дуэт М. Яковлев çырнă «Народы великой страны» юрра шăрантарчĕ. «Яблонька» ансамблĕн «Ой, девчата, не скучайте» тата «Илемпи» кружокăн (ертÿçи – В. Христофорова) «Бабушки-старушки» ташшисем пурне те килĕшрĕç. «Тарават» фольклор коллективĕ «Хăнана кайни» композицие кăтартрĕ.
Пухăннисем Пăрмасри Культура çурчĕн «Кулăш кустăрми» драма кружокĕ лартнă «Интеллигентный арçын» юморескăна тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Аврора Христофорова çамрăк талант «Матушка земля» юрра шăрантарчĕ. Куракансем те унпа пĕрле юрларĕç.
Концерта вĕçленĕ Юлия Субакаева юрăçпа Пăрмасри Культура çурчĕн «Искра» ташă коллективĕн «Моя Россия» номерĕ пурин чĕрисене те хавхаланупа патриотизм туйăмĕсемпе тултарчĕ.
Смотра хутшăннисем хăйсен пултарулăхĕпе тăван кĕтесе юратнине кăна мар, вĕсен сцена çинчи ăсталăхĕ палăрмаллах ÿснине кăтартса пачĕç. Çакна жюри те палăртрĕ. Вĕсем творчество коллективĕсене те çĕнетнĕ, унта çамрăк ăрăва хутшăнтарнă.
Мероприяти кунта хутшăннисемпе куракансене пысăк хавхаланупа савăнăç кÿчĕ. Пуян концерт программи кашнине çĕннине, интереслине курма пулăшрĕ, пурнăçра хăйĕншĕн усăллине палăртма май пачĕ.
И. КАШАЕВА,
районти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи.
Март 2026 |
