Çуркунне, çуркунне...

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.03.2026, 14:21 Просмотров: 136

photo 2026 03 06 06 00 25

Раççей УФСИНĕн Чăваш Республикинчи 5-мĕш ĕçпе юсанмалли колонийĕнче март уйăхĕнче «Çурхи тумлам» ятпа тавралăх илемне сăнлакан ĕçсен конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçал унта кашни отряд хутшăннă. Судпа айăпланă хĕрарăмсем ку хутĕнче те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çуркунне пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать. Çуркуннехи илеме мĕн ĕлĕкренпех художниксем - сăрăсемпе, поэтсем - сăмахсемпе, композиторсем кĕвĕсемпе сăнласа пама тăрăшаççĕ. 5-мĕш колонири хĕрарăмсем тĕрлĕ тĕспе пурнăçланă ÿкерчĕксем те пултарулăхăн асамлă тĕнчине аса илтернĕ. Вĕсем çуркуннене, çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăта, çурхи савăк кăмăл-туйăма хăйсем мĕнле курнине кăтартса панă.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники