Пултаруллă хĕрача

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.03.2026, 14:23 Просмотров: 33

JrP4T5zPE5HZFCEcxbV XmJNYpQGOSvzatikIfif9Uj30pTuvaqTULHtJBsmw5LV2j7zwXTHF5FGhflAp8GDTNNQ

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиади - çамрăксен пултарулăхне уçса памалли чи лайăх мелсенчен пĕри. Ăна талантлă вĕренекенсене тупса палăртас тата хавхалантарас тĕллевпе «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ.

Литературăпа йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрне 11-мĕш класра ăс пухакан 30 çамрăк хутшăннă. Вĕсен хушшинче пĕр çĕнтерÿçĕне тата çичĕ призера палăртнă. Пирĕн округри Куснар шкулĕнчи Ульяна Тушникова литературăна питĕ аван пĕлнине кăтартса панă. Çак çитĕнÿре ăна олимпиадăна хутшăнма хатĕрленĕ вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Эльвира Николаевна Архипован тата директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕн Елена Гербертовна Тушникован тÿпи те пур.

Пултаруллă хĕр кашни çулах тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссенче тăван шкулăн чысне хÿтĕлет. Кăçал, тĕслĕхрен, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитетри тапхăрĕнче вăл литературăна пуринчен те лайăхрах пĕлнине кăтартса панă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, çав хушăрах 4 предметпа - экологипе, историпе, вырăс чĕлхипе, акăлчан чĕлхипе - призлă вырăнсем йышăннă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники