Пултарулăхпа талант уявĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.03.2026, 15:05 Просмотров: 32

IMG 1396

Кунерти Культура çуртĕнче Кунер территори пайĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕсен отчетлă концерчĕ иртрĕ. Ăна Раççейри халăхсен культура пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халларĕç. Мероприяти пултарулăхпа талантăн чăн-чăн уявĕ пулса тăчĕ.

Концерт программи пуçланиччен куракансем вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе тунă картинăсене пăхса киленчĕç. Курава Кунер территори пайĕн ăстаçисем Г. Шулаева, М. Сергеева, Э. Строгина, А. Алексеева, Е. Сергеева хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Вĕсенчен кашни хăйне евĕр илемлĕ те паха. Кунта пейзажсем, натюрмортсем, эрешсем, декоративлă панносем пур. Курав алĕçĕ питĕ хаклине тата халăх йăлисене малалла сармаллине çирĕплетет.

Программăна ертсе пынă Алевтина Алексеевапа Любовь Федорова çапла палăртрĕç: Раççей – хăйне евĕрлĕ çĕршыв, хăйĕн халăхĕсен авалхи йăли-йĕ- ркисене тимлĕн упрать. Чăваш халăхĕ – Раççейĕн шанчăклă тĕревĕ. Эпир çакна мĕн авалтан хамăрăн ĕçпе çирĕплетсе пурăннă. Паян та Чăваш Ен ывăлĕсем Раççейĕн никама пăхăнманлăхне хастаррăн хÿтĕлеççĕ. Вĕсем – çĕнтерÿçĕсен ĕçне малалла тăсакансем, вĕсем – нумай нациллĕ пĕрлĕхĕн вăйĕ.

Концерт программине Кунер Культура çурчĕн пĕрлештернĕ хорĕ «Гляжу в озера синие» тата «Юрлас килет тăванăм» юрăсемпе пуçларĕ.

Сцена çине ял тăрăхĕн чи талантлă çыннисем тухрĕç. Кунерти вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Солнышко» ясли-сада çÿрекенсем куракансене хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Кунерти Культура çурчĕн «Тантăш», «Салам», «Сударушка», «Сердца в унисон» вокал коллективĕсем, Çăкалăх ял клубĕн «Çăлкуç» вокал коллективĕ тата Нина Ахмедовапа Людмила Куликова солистсем пысăк ăсталăхĕпе палăрчĕç.

«Хунав» (Ырашпулăх ял клубĕ) тата Кунерти Культура çурчĕн «Парне» театр коллективĕсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен таланчĕсене уçса паракан сценкăсене кăтартрĕç. «Шурăмпуç» тата «Девчата» ташă коллективĕсем тĕрлĕрен стильсемпе тата илемлĕ хусканусемпе тĕлĕнтерчĕç. Вырăнти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи, ăста купăсçă, музыкант Яков Федоров куракансене чуна тивекен кĕвĕсем парнелерĕ.

Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕрен жанрлă номерсем пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ пулчĕç, итлекенсене хавхалану кÿчĕç.

Концерт ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартса пама тăрăшрĕç. Кашни куракан программăра хăйне çывăххине тупма пултарчĕ, концертпа кăмăллă юлчĕ. Мероприяти тăван кĕтес искусствипе паллаштарчĕ, ăна малалла аталантарма пулăшрĕ.

Куславкка муниципалитет округĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ С. Матанова концерт программине хутшăннисене илемлĕ те пуян программăллă концертшăн чунтан тав турĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа мир сунчĕ.

Илемлĕ пултарулăх смотр-отчечĕ вĕçленчĕ, ăна куракансем çав каç унта пулнишĕн ÿкĕнмерĕç пулĕ тесе шанатăп.

И. КАШАЕВА,

районти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники