Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, тĕнчипе ятлă-сумлă тĕпчевçĕ Никита Бичурин çуралнăранпа килес çулхи августăн 29-мĕшĕнче 250 çул çитĕ. Çав куна пирĕн республикăра сумлăн паллă тума шухăшлаççĕ. Кун пирки калакан йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă.
Никита Яковлевич - монголовед, синолог, прозаик, сăвăç. Вăл 1777 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи (халĕ Шупашкар округĕ) Типнер ялĕнче çуралнă, 1853 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Санкт-Петербургра вилнĕ.
Иакинф манах 100 ытла тĕпчев, статья, истори тата географии хайлавĕсен куçарăвĕсен авторĕ. Вăл 40 çул ытла Азири çĕршывсене - Китая, Тибета, Маньчжурие, Монголие, Хĕвелтухăç Туркестана тата Вăтам Азие - тĕпченĕ. Хăйĕн пурнăçĕн çуррине çак ĕçе халалланă. Çавăнпа ăна Раççейре кăна мар, Европăра та хакланă. 1823 çулта ăна Раççейри ăслăлăхсен академийĕн член-корреспондентне илнĕ.1831 çулта Парижри Ази обществин йышне кĕртнĕ. Хăйĕн пурнăç тăршшĕпех самантлăха та чарăнман наука ĕçне вăл 1951 çулта нумай çул хушши хаатĕрленĕ «Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена» кĕнеке кăларса вĕçленĕ. Ку ĕçе çав çулах Демидов премийĕпе чысланă. Сăмах май каласан, Раççейĕн ăслăлăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тăватă хутчен илме тивĕçнĕ. Вăл çавăн пекех Китай-вырăс словарĕн пĕрремĕш авторĕ шутланать.
Иакинф атте тăрăшнипе Раççейĕн мал шухăшлă çыннисем Ази çĕршывĕсемпе халăхĕсем, историйĕпе экономики тата культури çинчен лайăх пĕлме пуçланă.