Пĕр класра вĕренекен Ваньăпа пĕрле эпĕ кăçал Николаев вулавĕсене хутшăнма шутларăм. Мĕнле темăна суйласа илесси пирки иксĕмĕр те нумайччен шухăшларăмăр. Хамăрăн ертÿçĕпе канашланă хыççăн тĕпчев ĕçне космоса парăнтарнă хĕрарăмсене халаллама шут тытрăмăр, ăна «Тĕнче уçлăхĕнче пулнă паттăрсем» ят патăмăр.
Конкурса хатĕрленнĕ вăхăтра эпир тĕнче уçлăхĕнче пулнă пĕрремĕш хĕрарăм Валентина Терешкова çинчен кăна мар, Светлана Савицкая, Елена Кондакова, Елена Серова, Анна Кикина çинчен те нумай пĕлтĕмĕр. 2021 çулхи октябрьте Юлия Пересильд актриса та космоса вĕçнĕ, унта тĕнче кинематографийĕн историйĕнче пуçласа «Вызов» илемлĕ фильм валли кирлĕ кадрсем ÿкернĕ. Чăваш тумне тăхăннă «Аленка» пукане-матрешка та космосра пулнă. Ăна пирĕн виççĕмĕш космонавтăн Андриян Николаевăн тата Валентина Терешкован хĕрĕн ятне панă иккен. Ун пирки пĕлме те пире питĕ интереслĕ пулчĕ.
Пирĕн хĕрарăмсем-космонавтсем - çĕршыв мухтавĕ!
С. НИКОЛАЕВА,
Елчĕк шкулĕнче вĕренекен.
Апрель 2026 |
