Хăнара – паллă поэтесса

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.04.2026, 15:30 Просмотров: 32

Районти тĕп библиотекăра чăвашсен паллă поэтессипе Раиса Сарпипе асран тухми литература тĕлпулăвĕ иртрĕ. Ăна Куславккари ачасен искусство шкулĕнчи преподавательсен «Любава» вокал ансамблĕ поэтесса сăввисемпе кĕвĕленĕ «Анне» тата «Шупашкара кил» юрăсемпе уçрĕ.

«Патăрьел округĕнчи илемлĕ Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Васильевна шкул çулĕ-сенчех сăвăсем çырма пуçланă. Унăн тăван кĕтесне юратса çырнă сăввисене вулакансем пĕрремĕш йĕркесенченех ырласа йышăннă. Район тата республика хаçачĕсенче пичетленсе, Раиса Сарпи хăйĕн пултарулăх çулĕн никĕсне хывнă. Паян вăл – 40 ытла кĕнеке, 300 юрă тата 10 пьеса авторĕ, пьесисене Чăваш Енри паллă театрсенче лартаççĕ. Унăн произведенийĕсем чăваш халăхĕн пуян культурипе йăли-йĕркине çутатса параççĕ, вулакансен чĕрисене тарăннăн хумхантараççĕ», – терĕ мероприятие ертсе пынă Н. Иванова.

Библиотека ирттернĕ «Вĕсен чĕри – хут çинчи йĕркесенче» краеведени конкурсне хутшăннисене пурте тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Вĕсем «Тăван таврара», «Летний полдень», «Мухомор», «Магия чувашского костюма» сăвăсене вуласа пачĕç. Поэтесса кашнине хăйĕн автографĕллĕ кĕнекисене парнелерĕ.

Тĕлпулу хăни Н. Белов-Аманик поэт-музыкант Раиса Сарпи сăмахĕсемпе çырнă «Тепре кăна сана курасчĕ» юрра тата Раиса Васильевнăна халалланă «Раиса, тĕлĕнмелле пике» юрра чăвашла тата вырăсла юрласа пачĕ.

Р. Сарпи хăйĕн пултарулăх çулĕ епле пуçланни çинчен аса илчĕ. Вăл пĕрремĕш йĕркесем мĕнле çурални, хавхалану çăлкуçĕсем çинчен каласа пачĕ. Унăн сассинче иртнĕ вăхăтсемшĕн тунсăхлани палăрчĕ. Поэтесса хăйĕн «Свет любви» кĕнекинчи сăввисене вуласа пачĕ. Вĕсенче – унăн тĕрлĕ вăхăтри пултарулăхĕпе кăмăлĕ.

Кашни сăвă кĕвĕ, чун уççи пекех янăрарĕ, зала ăшăпа тата çутăпа тултарчĕ. Çав каç Р. Сарпи поэзийĕ хут çинчи сăмахсем пек кăна мар, пурне те пĕрлештерекен, чĕрисене пĕр пек таптаракан уçă сывлăш пек пулчĕ.

Поэтессăпа тĕл пулни литературăна юратакансемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.

Н. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники