Кăçал хĕл питĕ юрлă пулчĕ, пур çĕре те, çавăн пекех пирĕн Карач ял урамĕсене те, нумай тулса ларчĕ. Çапах та кунта пурăнакансем алă усса лармарĕç, хăйсен вăйĕпе çулсене тасатса тăчĕç.
Çак ырă ĕçре уйрăмах Вениамин Васильевич Степановпа унăн мăшăрĕ Валентина Николаевна палăрса тăраççĕ. Вĕсем пĕр çул кăна мар ĕнтĕ ял вĕçĕнчи машинăсем çаврăнмалли пысăк площадкăна юртан тасатма тухаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. В. Степанов тракторпа ĕçлерĕ, ял çыннисем ăна пулăшма тухрĕç. Вĕсен шутĕнче – Ю. Моторкин, В. Степанова, Л. Николаев, А. Лазарев, Н. Сорокин, П. Озеров.
И. МАЕВСКАЯ.
Апрель 2026 |
